„ÇĂВАРНИ УЯВĔ“ (3-4 çулхи ачасемпе уяв иртермелли сценарийĕ)
Уяв тĕллеве: ачасене чăваш
йăли-йĕркипе тĕплĕрех паллаштарасси, ваттисен сăмахĕсемпе кулленхи пурнăçра усă
курма вĕрентересси, туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме хăнăхтарасси.
Ачасене чăвашсен юрри-вăййисемпе малалла паллаштарасси. Ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
Уяв юхăмĕ.
(Уяв урамрапулса иртет. Илемле çăварн
июррисем илтĕнеççĕ. Сĕтел тулли пылак апат -çимĕç, икерчĕ. Самоварпа вĕри чей
ларать.)
Ертÿçĕсем чăваш тумĕсемпе. Херачасем
çÿçелле тутăрсем çыхнă, арçин ачасем илемлетнě çунашкасемпе тăраççĕ.
Ертсе пыракан. Ырă кун пултăр,
хаклă ачасем, хисеплĕ хăнасем!
Савăнаççĕ чĕр-чунсем / Хĕпĕртеççĕ
кайăксем
Çÿл тÿпе хĕвеллĕ / Ачасем телейлĕ
Тухăр пурте урама /Çунашкапа
ярăнма/Çăварнире савăнма!
Халĕ эпир “Çăварни” уява пуçлатпăр.
Çăварни уяв çинчен çавтери нумай хитре сăвăсем пур. Итлесе пãхар – ха вěсене.
(Ачасем сăвăсем калаççĕ).
1-мĕш ача.Çăварни, çăварни! / Çãвар туллии
икерчĕ,
Кĕсъе тулли кулачи, / Эрнехушши
катаччи!
2-мĕш ача.Катаччи те çăварни! / Çăвар тулли
икерчи,
Кăсье тулли премĕкĕ, / Ма çăварни
теесмар.
3-мĕш ача.Çăварни çулĕ тан пăрлă, / Эпирпăртан
хăрамастпăр.
Пирĕн лашсем таканлă, / Çунитупанĕ
тимĕрлĕ.
4-мĕш ача.Сăрт çине хăпартăмăр, / Çăварнине
чĕнтĕмĕр.
Утас çулне икерч сартăмăр, / Сарă çупа
сĕртĕмĕр.
5-мĕш ача.Икерч çисе савăннă / Кулач çисе
тăраннă.
Каччăсем катаччи чупаççĕ, / Ачасем
çунашкапа ярăнаççĕ.
6-мĕш ача.Çăварни, çăварни... / Паян кĕçĕн çăварни!
Пурте килĕр уява / Сивĕ хĕле ăсатма
/Çуркуннепе савăнма.
7-мĕш ача. Паян
пирĕн уявра / Пĕтĕм халăх хăнара. / Тăвайккинчен ярăнар,
Икěрчине тутанар, / Чаплă
тавар туянар, / Пĕрле вăйăсем выляр, /Çăварние ăсатар.
Ертсе пыракан. Çăварни тени тепĕр
майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни”. Çăварни çурхи кун тăрăшшĕ
çĕрпе танлашнă чухне пуçланать.
(Çăварнине Мучипе
Кинеми килеççĕ, вĕсен аллинче „çăварни карчăкĕ“ ).
Мучи (патаккие
шаккаса) Чир-чĕр кайтăр, / Сывлăх пултăр,
Турă патăр тивлетне / Ырлăх патăр, сывлăх патăр.
Кинеми: Пÿлме тулли тырă
пултăр, / Карта тулли выльăх пултăр.
Вĕлле тулли хур ткĕрлетĕр. / Сак -çи тулли ывăл-хĕр лартăр
Ертсепыракан.Ырă кун пултăр
Мучипе Кинеми. Хаваспах сире кĕтремěр. Паян Çăварни уявĕ. Каласа парăр ха
ачасене уяв çинчен.
Мучи.Салам пурне те, хаклă ачасем, ача
сатĕнче вĕрентекенсем, хăнасем.
Çăварни уявне чăвашсем шавлă, хаваслă
ирттернĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ.
Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă,
ăмăртусене хутшăннă. Пурте хăйсен вăйěсене виçеççĕ. Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне
икерчĕпе хăналанă.
Кинеми.Атя Мучи малалла вăйăсем выляр.
Мучи . Атьăр, атьăр! Юр чăмакки пемелле
выляр!
Ертсе пыракан.Чăнах та, юр,
кайиччен выляса юлар!(Юр пемеллевыляççĕ).
8-мĕш ача.Автан, авăт
хытăрах, / Çутăласси инçех мар.
Юрлăр,
ачасем, хытăрах, / Çăварни иртесси инçе мар
(Вылянă
хыççăн тÿрех “Ача-пăча урамра” юррã юрлаççĕ.)
Мучи. Тепĕр вăйă выляр!
Кинеми.Мĕнлине выляр?
Ертсе пыракан. Мучи, пирěн
ачасем канат туртмалла выляма юратаççě.
(Канат туртни.)
Ертсе пыракан. Халě ман ачасене
тупмалли юмахсен тупсãмěсене ыйтаса пелес килет. ( Тупмалли
юмахсем)
1.Варри вутлăх,
йĕри-тавра кÿллĕхĕ. (Сăмавар)
2.Пĕр çĕлĕке тăваттăн тăхăннă.
(Сĕтел)
3. Турчка пек кукăр, уйран çÿпçи пек
хăвăл.
(Çăматă)
4.Утлантараççĕ,
чĕлпĕрне памаççă.(Çĕлĕк)
5.Акăшĕ-хĕлле,
тет, йăмăкĕ- çулла, тет. Пичĕшĕ- çулла та, хĕлле те ман хăмăт тухмасть, тет.(Çуна, урапа, лаша).
9-мĕшача: Сарă кĕрĕк тăхăнса / Саркаланса тухар-и?
Çăварни çитрĕ çаврăнса / Ай,
катаччичупар-и?
Ертсепыракан. Катаччи ярăнма
вĕçтерер!(Катачи çунапа,ăмăртмалла)
Мучи.Халĕ вара манăн каруселпе ярăнас килет.
Пултараятăр-и-ха çакна тума?
Ачасем: Пултаратпăр, пултаратпăр!
Кинеми: Лар пирĕн карусель çине. / И карусель,
карусель
Кăлтăрмач пек çаврăнать / Алла-аллăн
тытăнар та / Кăлтăрмач пек çаврăнар
(ункă çине çыхса тухнă лентă вĕçĕсенчен тытса ачасем кĕвĕ
çеммипе çаврăнаççĕ).
Ертсе пыракан. Ачасем, Мучипе кинемине хăналар. Икерěчпе чей ĕçме
чĕнер.(Пурте
перле сĕтел ери -тавра пылак апат- çимеç çиме пуçтарãнаççě, чей ĕçеççě.)
Мучи:
Çăварни, çăварни
терĕмĕр, / Çăварни çитсе иртсе кайрĕ.
Çăварни иртет, ĕмĕр иртет, /Ĕмĕр
иртмес-çăварни иртет
Кинеми. Атя Мучи,
пирěн кайма та вăхăт çитрě. Сывă пулăр ачамсем. Тепре тĕл пуличчен. (Мучипе
кинемисыв пуллашаççě. „Çăварни карчăкне“ илсе каяççě.)
Пурте пĕрле : Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул, чипер
кай! Чир-чĕре ача сатенчен илсе кай!
Арсене вăй пар, хĕрсене сывлăх пар!(Уяв
вěçленет)