«ЙĂВА»
(Шкул çулне çитмен 4-5 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)
Чăваш Республикине кĕрекен
Шупашкар районĕнчи Кукеçри „Крепыш“
ача пăча сатĕнчи ĕçлекен
воспитателĕсем:
Степанова Ольга Юрьевна па
Исаева Мария Владимировна
хатĕрленĕ уяв сценарие.
«ЙĂВА»
Ĕç тĕллевĕсем: ачасен юмах
тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.
Вěренӳ задачи: халиччен
паллашнă юмахсене аса илсе, юмаха калăплама вĕрентесси: хăш-пĕр сыпăка выляса
кăтартма, сăнарсене палласа илме вĕрентсе пырасси.
Аталану задачи: ачасен сасă вăйне, пуплевĕн интонаци палăртулăхне, тимлĕхе, сăвăпа кĕвве илтнине, ачасен
пуплевне аталантарасси.
Сăпарлăх
задачи: сăнарсемпе перле хурланма е
савăнма, лайăххине япăххинчен, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентсе пырасси; ĕçе
мĕн пĕчĕкрен юратма, хисеплеме вĕрентесси; тăван чĕлхепе литературана юратма
тата упрама хистесси.
Кирлĕ материалсем: пӳрт,
кавир, асамлă арча, çăмха, кăкшăм, вăрман
сукмакĕ йăвăçсемпе, юмахра асăннă чĕр-чунсен теттисем, тумтирĕсем, карçинкка,
çăра укернĕ пысăк хут листи, юмах валли атрибучĕсем, музыка техники, ачасене
хăналама кукăль.
Уменхи ĕç: ачасене программăра аслă ушкăнра паллаштарма палăртнă чăваш тата вйрăс юмахĕсене вуласа парасси.
Ĕç йĕрки.
Чăваш кĕвви «Асамат кĕперĕ» янăрать. Ачасем залра лараççĕ.
Чăваш тумě тумланнă хĕр кĕрет.
Нарспи: Ырă кун пултăр ачасем. Сывлăх сунатăп!
Мана Нарспи тесе чĕнеççĕ. Ачасем эсир юмах итлеме юрататăр-и? Сирĕн юратнă
юмахсем пур-и?
Тĕлĕнмелле
интереслĕ-çке вăл юмах тĕнчи. Юмахра чĕр-чунсем калаçаççĕ, япаласем чĕрĕлеççĕ
тата тĕрлĕрен асамлă ĕçсем пулса иртеççĕ. Юмахсем пире пĕлу параççĕ.
Ачасем, сирĕн юмах тĕнчинче пулса курас
килет-и? Эпĕ сире паян «Юмах тĕнчине» чĕнетĕп. Асамлă кавирпе вĕçме сĕнетĕп.
Килĕшетĕр-и?
Ачасем: Килĕшетпĕр!
Нарспи: Ачасем, вырнаçса ларăр-ха, алран-алă тытăнăр.
«Пĕрлĕхре – вăй».
Нарспи: Пĕрре, иккĕ, виççĕ… Куçсене хупар – юмах тĕнчине кайса курар. (Кĕвĕ янăрать).
Нарспи: Акă юмах тĕнчине çитрĕмĕр те.
Ачасем, пăхăр-ха, кунта пÿрт ларать. Тен пурăнаçĕ кунта? Шаккаса пăхар-и?
Ачасем: Шаккаса пăхар.
(Кĕвĕ
янăрать. Юмахçă пÿрт чÿречине уçса
ярать).
Юмахçă: Ырă
кун пултăр ачасем. Сывлăх сунатăп! Эпĕ Юмахçĕ, сире юмах тĕнчине курма питĕ
хавас! Паян эпĕ сире асамлă çăмха парнелетĕп. Вăл сире хăвăр юратнă юмахсене
аса илме, сăнарсемпе тĕл пулма пулăшĕ, çул кăтартса пырĕ.
Нарспи: Тавтапуç, Юмахçĕ, сывă пул! (Нарспи
асамлă çăмхана кустарать).
Нарспи: Ачасем, пăхăр-ха, епле хитре арча ларать. Ăна пысăк çăрапала питернě. Юнашарах çырăвĕ
выртать. (Нарспи çырăва вулать).
Нарспи:
Çăрана уçса кĕрес тесен юмахри пĕр
сăнарăн юррине юрласа памалла иккен. (Пурте
пĕрле юрă юрлаçĕ).
Асаннеçĕм, асанне,
Шурă-шурă асанне!
Асатеçĕм, асатте!
Шурă-шурă асатте!
Хăймапа мана юрсассăн,
Пĕçерсессĕн, ывăнсассăн,
Сивĕтме тесе хурсассăн
Йăпăр-япăр çаврашкаран
Кусса кайăп аякка:
Хырăм-çурăм – яп-яка!
Нарспи: Ачасем, çак юрра мĕнле юмахри сăнар юрлать-ши? Юмахĕ
мĕнле ятлă-ши?
Ачасем: Йăва юрри ку. Юмахĕ «Йăва»
ятлă.
Нарспи: Тĕрĕс, йăва юрри ку. Атя, Йăва, тух арчаран. Ачасем
сывлă сунар-ха Йăвана.
Ачасем: Сывлăх сунатпăр! (Ачасем вырнаçса лараççĕ хăйсен вырăнне).
Нарспи: Ачасем, аса илер-и юмахăн пуçламăшне?
Пурăннă тет карчăкпа старик. Пĕррехинче
старик карчăка калать -«Йăва пĕçерер мар-и?».
Карчĕкĕ - «Менле пĕçерер-ха, çăнăх та çук вет». Старик -«Эсĕ ампарта,
пуçтаркала, пер йăвалăх тупан та». Карчĕкĕ çавăнпек тăвать, йăва пĕçерет, унтан
чÿрече çине сивенме хурать. Йăва выртать-выртать те вăрмана кусса каять.
Йăва: (Йăва пырать, юрă юрлать).
Эпĕ йăва-йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк,
Çăрнă манна хăймапа
Ăшалана сар çупа.
Çут чрÿече умĕнче
Сивĕнтернĕ кунĕпе.
Тартăм эпĕ карчăкран,
Тартам эпе старикрен.
(Кĕвĕ
янăрать. Мулкач тухать).
Мулкач:
Йăваçăм, йăва
Тутлă шăшлă
йăва,
Эпĕ сана çисе
яратăп.
Нарспи: Мулкач, ан çи йăвана, эпир сана кишерпеле
хăналатпăр. Ачасем пулăшăр-ха кишер тупма. Кишер пирĕн ăçта ÿсет?
Ачасем: Пахчара. (Ачасем кишер шыраç, тупса мулкача
хăналаççĕ. Хыççăн лараççĕ).
Нарспи: Хăналан мулкач, кишĕрпе.
(Йăва малалла пырать, юрă юрлать).
Эпĕ йăва-йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк,
Çăрнă манна хăймапа
Ăшалана сар çупа.
Çут чрÿече умĕнче
Сивĕнтернĕ кунĕпе.
Тартăм эпĕ карчăкран,
Тартăм эпе старикрен.
Тартăм эпĕ мулкачран.
(Кĕвĕ янăрать. Кашкăр тухать).
Кашкăр: Йăваçăм, йăва
Тутлă шăшлă
йăва,
Эпĕ сана çисе
яратăп.
Нарспи: Кашкăр, ан çи йăвана, эпир сана чăваш халăх юрри
юрласа паратпăр. (Пурте пĕрле чăваш халăх
юрри юрлаççĕ «ЛИНКА-ЛИНКА»).
1.Линка-линка авкаланма
Юман хăма кирлĕ.
Халь те юман тата юман
Тата юман кирлĕ.
2.Йăкăш-якăш шуçкалама
Яка хăма кирлĕ.
Халь те яка тата яка
Тата яка кирлĕ.
3. Ик аллăмпа сулкалама
Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ.
Халь те кĕмĕл тата кĕмĕл
Тата кĕмĕл кирлĕ
4. Линка-линка авкаланма
Юман хăма кирлĕ.
Халь те юман тата юман
Тата юман кирлĕ.
(Кашкăр юрланă вăхăтра, йăва малалла пырать, юрă юрлать).
Эпĕ йăва-йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк,
Çăрнă манна хăймапа
Ăшалана сар çупа.
Çут чрÿече умĕнче
Сивĕнтернĕ кунĕпе.
Тартăм эпĕ карчăкран,
Тартăм эпе старикрен.
Тартăм эпĕ мулкачран,
Халь санран та кашкар тус
Тарса ÿкрем самантрах!
(Кĕвĕ янăрать. Упа тухать).
Упа: Йăваçăм, йăва
Тутлă шăшлă
йăва,
Эпĕ сана çисе
яратăп.
Нарспи: Упа, ан çи йăвана, сана пиренпе пĕрле вăйă выляма
сĕнетпĕр.
(«Ят пĕлмелле!» вăйăна выляççĕ (2
хут).Упа та пĕрле питĕ савăнса вылять).
Нарспи: Ят
пĕлме кама кăларăпăр? Шăпа ярар!
Вăйă пуçĕ шут сăввине шутлама тытăнать:
Пĕрремĕшĕ - пĕлекен,
Иккĕмĕшĕ – итлекен,
Виççĕмĕшĕ – виçекен,
Тăваттăмĕшĕ – тăрлакан,
Пиллĕкмĕшĕ – пиллекен,
Уллтăмĕшĕ – уйлакан,
Çиччĕмĕшĕ – çиекен,
Саккăрмĕшĕ – савакан,
Тăххăрмĕшĕ – тăхтакан,
Вуннăмĕшĕ – вулакан.
Ят пĕлме тăрăшакан. (Вăйă
картинчен тухакан.)
Шутласан кам патне çитет, çавă
йышран тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраççĕ. Ушкăнпа утса ачасем вăйă
сăмахĕсене калаççĕ.
Ачасем: Ларать, ларать, Миша ларать
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет, çиет, Миша çиет
Шĕшкĕн сарă мăйăрне.
Вăхăт çитсен тăрас пулать,
Ятне тĕрес калас пулать.
Каласа пĕтерсен ачасем чарăнса
тăраççĕ. Ушкăнран пĕри, хыçалтан пырса, Мишăн куçĕсене хуплать. Мишăн унăн ятне
пĕлмелле.
Нарспи: Миша пĕлеймерĕ-çке. Мĕн тутарар ăна?
Ачасем: Сăва калаттарас!
Упа: Тĕнчере чи пахи-
Атте-анне пурри,
Пурте перле пулни.
Упа:
Савăнтартăр эсир мана. Мана питĕ килĕшрĕ сирĕн вăйă.
(Йăва малалла пырать, юрă юрлать).
Эпĕ йăва-йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк,
Çăрнă манна хăймапа
Ăшалана сар çупа.
Çут чрÿече умĕнче
Сивĕнтернĕ кунĕпе.
Тартăм эпĕ карчăкран,
Тартăм эпе старикрен.
Тартăм эпĕ мулкачран,
Халь санран та упа тус
Тарса ÿкрем самантрах!
(Кĕвĕ янăрать. Тилĕ тухать).
Тилĕ:
Эпĕ йăва-йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк,
Çăрнă манна хăймапа
Ăшалана сар çупа.
Çут чрÿече умĕнче
Сивĕнтернĕ кунĕпе.
Тартăм эпĕ карчăкран,
Тартăм эпе старикрен.
Тартăм эпĕ мулкачран,
Халь санран та тиле тус
Тарса ÿкрем самантрах!
Тилĕ:
Йăваçăм, йăва
Тутлă шăшлă йăва!
Мĕн каласа юрлатăн?
Эпĕ пите ватă-çке
Хăлха ильтме
пăрахрĕ.
Ман сăмса
тăррине
Ларса юрла
юрруна.
Хытăрах юрла.
Нарспи: Йăва, ан лар тилĕ сăмси тăррине, уталашăн вăл сана.
Тилĕ ан çи йăвана, эсĕ пире тупмалли
юмахсем пар, эпир тупкăмесене калăпãр.
Нарспи: Тимлĕ итлĕр,
ачасем. (Тилĕ тупмалли юмахсем парать):
Тилĕ:
1.
Хĕрлĕ хĕрлемес хир
чăххине хĕрхенмест (тилĕ)
2.
Шик-шик шикленет,
шĕшкĕ кутне кукленет (мулкач)
3.
Тӳн- тӳн, тӳн карчăк,
тӳн карчăкăн пин шăрпăк (чĕрĕп)
Ну
маттур, ачасем! Эсир тупмалли юмахсене лайăх пĕлетĕр. Йăвана çиместĕп. Халĕ
вара малалла кайма пултаратпăр.
Нарспи:
Ачасем эпир паян сирĕнпеле юмах
тĕнчинче пултăмăр. Анчах та пирěн каялла таврãнмалла. Ачасем,
асамлã кавир çине вырнаçса ларăр-ха, алран-алă тытăнăр.
Ачасем калăр-ха мана:
- Юмах мен ятлă? (Йăва).
- Йăва мĕнлерех вăл? (Çаврака).
- Йăва юмахра камсене тĕл пулчĕ? (Мулкача, Кашкăра,Упана, Тилле ).
( Ачасене чĕр-чунсем питĕ килĕшнě.
Ачасем савăнаççĕ, уявне килнĕшĕн тав тавăççĕ. Пурне те сĕтел хушшине чей ĕçме
чĕнеççĕ).
Литература
2. Воронцов Г.И.
Ача-пăча вăййисем: Вăйăсем. Шăпа сăввисем. Шупашкар:Чăваш кĕнеке изд-ви,1992.
3. Программа воспитания ребенка дошкольника под руководством О.В.
Драгуновой. - Ч.: Чувашское книжное издательство, 1995.
4. Н.Р. Романов. Ваттисен
сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. Чувашские пословицы, поговорки и
загадки. – 2 – мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004.